Chuvash.Org :: Пичет версиĕ :: Вир юмахě


Чăваш этнорадиостанцине сирĕн пулăшу кирлĕ.


    Карчăкпа старик пулнă, тет. Вĕсем вир çапаççĕ, тет. Çапса пĕтерсен, кусен вир миххе кĕмест, тет. Вара вĕсем шашие:
    — Кил, шăши, вир çиме,— теççĕ, тет.
    Шăшийĕ пымасть, тет. Кушака чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, кушак, шăшие тытма!
    Кушакĕ пымасть, тет. Хăвана чěнеççĕ, тет:
    — Кил, хăва, кушака çапма!
    Хăви пымасть, тет. Качакана чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, качака, хăвана кăшлама!
    Качаки пымасть, тет. Кашкăра чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, кашкăр, качакана çиме!
    Кашкăрĕ пымасть, тет. Упана чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, упа, кашкăра çиме!
    Упа пымасть, тет. Вута чĕнеççĕ тет:
    — Кил, вут, упана çунтарма!
    Вучĕ пымасть, тет. Шыва чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, шыв, вута сӳнтерме!
    Шывĕ пымасть, тет. Вăкăра чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, вăкăр, шыв ĕçме!
    Вăкăрĕ пымасть, тет. Çĕççе чĕнеççĕ. тет:
    — Кил, çĕçĕ, вăкăра пусма!
    Çĕççи витмест, тет. Хăйрана чĕнеççĕ, тет:
    — Кил, хăйра, çĕççе хайрама!
    Хăйри тытăнчĕ, тет, çĕççе хăйрама. Çĕççи тытăнчĕ вăкăра пусма. Вăкăрĕ тытăнчĕ шыва ĕçме. Шывĕ тытăнчĕ вута сӳнтерме. Вучĕ тытăнчĕ упана çунтарма. Упи тытăнчĕ кашкăра çиме. Кашкăрĕ тытăнчĕ качакана çиме. Качаки тытăнчĕ хăвана кăшлама. Хăви тытăнчĕ кушака çапма. Кушакĕ тытăнчĕ шăшие тытма. Шăши тытăнчĕ вире çиме.
    Шăшийĕ вире çирĕ-çирĕ, тет те, вир карчăкпа старикĕн миххине кĕчĕ вырнаçрĕ, тет. Пĕтрĕ.


Тěп страницă
Тулли верси :: Статья ссылки